Леонид Майоров - Утас ҫук эпӗ урӑх. Чувашская под гармонь.

Описание к видео Леонид Майоров - Утас ҫук эпӗ урӑх. Чувашская под гармонь.

чувашская песня утас щук эпе урах на гармони. Как сыграть песню Леонид Майоров на гармошке. цифры для гармони.
мой канал в Дзене https://dzen.ru/matveev_dm
#чувашскиепесни #тульскаягармонь #гармонь #чуваши #чувашия #чебоксары #чувашскаягармонь #гармоньвидео чувашская эстрада. #чувашскиенародные
Леонид Майоров - Утас ҫук эпӗ урӑх.

Слова песни

Утас ҫук эп  урӑх, ҫакӑ вӑрӑм ҫулпа
Савнӑ тусӑм, санпа юнашар киленсе,
Чупас ҫук эп урӑх сывлӑм ӳкнӗ сукмакпа,
Ҫуллахи ир кайӑксен юррине итлесе.

Эп каятӑп, эп каятӑп аякри ҫӗрсене,
Ҫыру ҫырӑп, ҫыру ҫырӑп эрнерен эрнене.
Аса илӗп, аса илӗп санӑн ҫепӗҫ сассуна,
Юрлӑп- юрлӑп хушӑран
Ҫак пӑлхавлӑ юррӑма.

Хӑвӑрт иртрӗҫ вӑхӑтсем,
Сисӗнмесӗр ҫулсерен.
Пӗр сан ҫинчен шухӑшласа
Куҫ хупмасӑр каҫсерен.
Курас килчӗ манӑн сана,
Итлес килчӗ юрруна.
Аса килчӗ хитре сӑну,
Эп васкарӑм сан патна.

Эп таврӑнтӑм, таврӑнтӑм,
Кӗтеймерӗн эс мана,
Курас, тесе; курас, тесе-
Тупаймарӑм эп сана.
Пур- пӗрех, пур - пӗрех
Юрру тухмасть асӑмран,
Темшӗн-темшӗн эс тухмастӑн
Халь те манӑн чӗререн...

Утас ҫук эп урӑх
Ҫакӑ вӑрӑм ҫулпа.
Савнӑ тусӑм, санпа юнашар киленсе.
Чупас ҫук эпӗ урӑх
Сывлӑм ӳкнӗ сукмакпа,
Ҫуллахи ир кайӑксен юррине итлесе...

Манса кайрӑн-шим, пӗрле ирттернӗ каҫсене,
Манса кайрӑн - шим, пӗрремӗш хут чуп тунине,
Шурӑмпуҫ килнӗ чух:
Юрататӑп, тенине,
Манаймастӑп нихӑҫан та,
Эп манаймӑп ӗмӗрне...

Комментарии

Информация по комментариям в разработке