Тупăшĕ те, тăкакĕ те ӳсĕ

Описание к видео Тупăшĕ те, тăкакĕ те ӳсĕ

Пуласлăх çинчен маларах шутласа хумалла. Çакна влаç тытăмĕнче вăй хуракансем те тĕпе хурса ĕçлеççĕ. 2024-мĕш çулта Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕпе ялсене аталантарасси çине миçе тенкĕ каяссине палăртнă. Çитес çулталăкра Чăваш Ен 90 миллиард тенке яхăн тупăш тăвасшăн. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, çакă 12 процента яхăн нумайрах. Палăртнă укçаран 3 миллиард та тăват çĕр миллон тенкĕ 2024-мĕш çулта республикăри ял хуçалăхпа агропромышленноç комплексне аталантарма кайĕ. Вĕсенчен 900 миллион тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ пулĕ. Укçан чи пысăк пайĕпе ял хуçалăхра усă куракан техникăпа хатĕрсем туянĕç. 409 миллион тенкĕпе сĕтрен тĕрлĕ çимĕç тăвĕç. Харпăр хушма хуçалăхĕсене те пулăшса тăраççĕ. Вĕсем валли уйăрнă 225 миллион тенкĕ те ĕçе кĕрĕ. Ăратлă выльăхран усси чылай. Вĕсене ĕрчетсен тупăшĕ аван пулать. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕхе çитĕнтерме 209 миллион тенкĕ пăхса хăварĕç. Ял территорийĕсене те йĕркене кĕртеççĕ. Вĕсенче хăтлăх тума 560 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Çакна ятарлă проектсене пурнăçлама тата ял ипотекине те ярĕç. Кунсăр пуçне çак укçапа Чăваш Енре çуртсем те хăпартĕç. Çитес çул тăкакĕ вара мĕн чул пулĕ-ши? Кăна та пăхса тухнă. Вăл 91 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çакă 2022-мĕш çултан 10 процента яхăн ытларах пулĕ.

Комментарии

Информация по комментариям в разработке