Шур Мерседес на гармошке. Чувашская песня под гармонь. Типшем Сашук.

Описание к видео Шур Мерседес на гармошке. Чувашская песня под гармонь. Типшем Сашук.

Шур мерседес. #чувашскиепесни #гармонь #тульскаягармонь #чувашскаягармонь #чувашия
Слова песни

Шур мерседес.

Пырать вӗр -ҫӗнӗ мерседес,
Ураписем ҫӗре лекмеҫ.
Хуҫи камне -
Эпӗ пӗлмес, эпӗ пӗлмес.
Ӗмӗтӗмри машинӑпа,
Кӑҫал кӑна тунӑ ҫулпа,
Текех ҫурран,
Ҫӳрес килмест,ҫӳрес килмест

Х. Ю.
Шур мерседес,
Джи -л номерӗ, виҫ ҫиччӗ.
Пӗтерчӗ веҫ,
Голливуда ҫитерӗнччӗ,
Шур мерседес,
Епле туянӑп ҫав джипа,
Эп пур- пӗрех, 
Ҫӳрӗп ҫав тимӗр лашапа.

Туссем сутаҫ тимӗр , хӑйма,
Ҫӳреҫҫӗ опель, маздӑпа.
Эпӗ ҫаплах,
Илеймес велосипеда.
Хӑшӗсем сутаҫ пасарта,
Какай ҫиеҫ ресторанта,
Эп газельпе,
Шӑнкӑртататӑп концерта.

Х. Ю.

Эп ӑна пӗрех туянӑп,
Унсӑрӑн вилсе выртаймӑп.
Юрӑсем кӗвӗлӗп ҫӗрӗпе,
Пулӗ ман ,шанатӑп , пӗтӗмпех.
Ҫӳрӗп эпӗ лавкана бентлипе,
Хуньӑм кассине порш- каянпа.
Илсе парӑп хаммер ачана,
Пурпӗр ӗненетӗп шӑпана.
Эпӗ тата илӗп вертолет,
Уҫлӑх карапӗпе, самолет.
Шурӑ джип канӑҫ памасть,
Ҫав мерседес ҫывӑрттармасть.

Комментарии

Информация по комментариям в разработке