Светлана Яковлева - Эй, тăван (реставрированный) 1

Описание к видео Светлана Яковлева - Эй, тăван (реставрированный) 1

Юрă тесе пуçларăм та,
Юрă евĕр пулчĕ-ши?
Чуна пырса тивтĕр терĕм, Тĕлне-патне çитрĕм-ши?
Х.Ю. Эй, тăванăм тăван,
Мĕнле эсĕ пурăнан
Эсир лайăх пурăнсассăн
Пире икĕ хут аван.
Х.Ю.
Ташă тесе ташларăм та,
Ташă евĕр тухрĕ-ши?
Пурте пăхса савăнччĕр те,
Савăнмалăх сикрĕм-ши?
Х.Ю.

Тăван тесе ай килтĕм те,
Чипер пăхма пĕлтĕм-ши?
Пĕрле ларса юрлани те
Нихçан асран каймĕ-ши?
Х.Ю.

Савни тесе ай каларăм,
Чăн та савни тупрăм-ши?
Эппин пĕрле пурăнмашкăн
Пиртен кăна килĕ-ши?

Х.Ю.
Эй, яшсем-пикĕрсем,
Пуçлар пĕрле юрлама.
Чăваш юрри янратăр,
Атте-анне савăнтăр.
Эй, тăванăм тăван,
Мĕнле эсĕ пурăнан
Эсир лайăх пурăнсассăн
Пире икĕ хут аван.

Комментарии

Информация по комментариям в разработке