Земство тухтăрĕ

Описание к видео Земство тухтăрĕ

Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен ĕçĕ яланах чи пархатарлисенчен пĕри шутланать. Паян вĕсен уйрăмах яваплă пулма тивет. Çӗршывра тухтӑрсене ял тăрăхне илӗртес тӗллевпе «Земство тухтӑрӗ» программӑна 2012 ҫулта йышӑнчӗҫ. Чăваш Республикинче ку программа ăнăçлă ĕçлени куç кĕрет.
Патшалăх та тĕрлĕ енĕпе пулăшма тăрăшать халăха сиплекен çынсене. «Земство тухтӑрӗ» программӑпа килĕшӳллĕн çамрăк тухтăрăн ялта 5 çул ĕçлемелле. Çак тапхăрта вăл ăсталăх шайне ӳстерĕ, лайăх специалист ялта пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме витĕм кӳрĕ. Шупашкар тăрăхĕнчи тĕп сыватмăшри терапевт Анжелика Пинарина та çак программа шайĕнче ĕçлет.
АНЖЕЛИКА ПИНАРИНА: "Çак программа çамрăк çынсене, тухтăрсене ура çине тăма пулăшать. Унпа эпĕ 1 млн укçа-тенкĕ илнĕ. Малашне выплатăпа хваттер илес шухăшлă. Çакăнта ĕçлеме мана килĕшет. Кунта питĕ туслă коллектив. Ыйтусем пулсассăн эпĕ коллегăсем патне пыраятăп, вĕсенчен пулăшу ыйтаятăп. Вĕсем мана пулăшаççĕ".
Статистикăна тишкерсен, «Земство тухтӑрӗсем» Канаш, Шупашкар тата Патӑрьел муниципалитечĕсене ытларах кайнӑ. Палăртса хăвармалла, «Земство фельдшерӗ» программа та 2018 ҫулта вӑя кӗчӗ. Патшалăх çамрăксене ял-муниципалитет тăрăхĕнче хăйсене юратнă профессипе тачă çыхăнса ĕçлеме пулăшать.

Комментарии

Информация по комментариям в разработке