Анатри салтак юрри

Описание к видео Анатри салтак юрри

Чаваш хезмэт халах юрри. Чувашская рекрутская песня.

Ишпуç ялӗ аслӑ урам
Ик айккипе яштака йӑмралӑх.

Йӑмралӑхӑн туратне эп хуçмарӑм
Хуçнӑ ятне пуçласа эп илтрӗм.
Ҫак ялта усал эп пулмарӑм
Усал ятне пуçласа эп илтрӗм.

Ҫӳлелле пӑхрӑм эп тӗлӗнтӗм
Кайӑк хурсем картипе вӗçнинчен.
Шухӑшласа пӑхрӑм эп тӗлӗнтӗм
Ҫамрӑк ӗмӗр вӑхӑтсӑр иртнинчен.

Анаталла- тӑвалла хӑпарнӑ чух
Пуçларӗç– çке лашисем тулхӑрма.

Ох, тем чул туртас килмесен те
Туртас пулать ирӗксӗр малалла.
Ох, тем чул каяс килмесен те
Каяс пулать ют çӗре.

Трантас çинчен аннӑ чухне
Ешӗл хунав таптанчӗ мӗн тӑвас.
Тӑвансенчен уйрӑлнӑ чух
Ҫамрӑк кӑмӑл хуçӑлчӗ мӗн тӑвас.

Чӑт-чӑт кӗпер, эс чӑт кӗпер
Эпир каçса каялла киличчен.
Чӑт-чӑт ял-йыш, эс чӑт ял-йыш
Эпир кайса каялла киличчен.

Ан йӗр ял-йыш эс татӑлса
Пӑрахас çук пурпӗрех эп сана.

Кӗввик-кӗввик кӑвакарчӑн чӗп кӑларчӗ
Ялсем тӑрӑх вӗçтерсе çӳреме.
Анне, пире эс çуратрӑн
Тӗнче тӑрӑх сӗтрӗнсе çӳреме.

Вӑрман айӗ хӗрне кӑвайт хутӑм
Ҫунаймасӑр чашкӑрса выртать пуль.
Ҫак ялӑн хӗрне эп куç хыврӑм
Ҫывраймасӑр макӑрса выртать пуль.

Атте, лашу каять ют кӗтӗве
Ҫавӑрса яр хамӑрӑн кӗтӗве.
Анне, ачу каять ют çӗр-шыва
Пил парса яр çаврӑнса таврӑнма.

Атте,эс лашуна кӳлме тӑрсан
Хура пекӗ ӑçта-ши тейӗн-ха.
Анне,эсӗ ыйхӑран вӑрансан
Ман ывӑлӑм ӑçта-ши тейӗн-ха......

Комментарии

Информация по комментариям в разработке