Фарида: "Эп тĕттĕмре шыратăп çутă." Муз. Фарида Файзуллина, сл. З.Сурбан

Описание к видео Фарида: "Эп тĕттĕмре шыратăп çутă." Муз. Фарида Файзуллина, сл. З.Сурбан

Пĕр аллупа паран шăпаçăм
Илетĕн тепĕр аллупа.
Телей илсе килет те шуçăм
Каять телейĕм анăçпа.
Тип тикĕс çулпала пĕр утăм
Виç утăм чăнкăллă çулпа.
Эп тĕттĕмре шыратăп çутă
Мĕн ĕмĕр çуралнăранпа.
Паян вĕçеть – юрлать ман чунăм
Ыран сывлать аран – аран
Паян çунать те шанчăк çулăм
Сив кĕль пулса выртать ыран.
Тип тикĕс çулпала пĕр утăм
Виç утăм чăнкăллă çулпа.
Эп тĕттĕмре шыратăп çутă
Мĕн ĕмĕр çуралнăранпа.

Комментарии

Информация по комментариям в разработке